00:00 17 ноября 2009 г.
Тăвай ялĕнче районти Çамрăксен Правительствипе волонтерсем “Донорсем нумайрах – пурнăç ытларах” акци йĕркелерĕç. Вăл донор кунĕ умĕн иртрĕ.
Тĕнчере кашни виççĕмĕш çынна ĕмĕрте пĕрре те пулин юн яма пултараççĕ. Çак тĕслĕхех юн паракансен ырă ĕçĕ мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Раççейре паянхи куна 1000 çын пуçне 13–14 донор тивет (пĕтĕмпе вара хĕрĕхрен кая мар кирлĕ!).
Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне пуçăнас умĕн волонтерсемпе диагносткăпа консультаци центрĕн тĕп специалисчĕ Л.Михайлова тренинг-заняти, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тĕп специалисчĕ Н.Чайкина мастер-класс иртттерчĕç. 40 волонтер ĕç коллективĕсенче, çынсем ытларах пулакан вырăнсенче донор юхăмĕн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа, памяткăсем валеçсе пачĕç. Вĕсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елена Кабаковапа (Эльпуç) Анастасия Шибалована (Тăвай) “Чи активлă воронтер” тесе палăртнă.
“Донорсем нумайрах – пурнăç ытларах” акцин витĕмне донор кунĕ кăтартса пачĕ те.
х х х
Районти тĕп больницăра Канашри юн илекен станцири ĕçченсем ирех ĕçе пуçăнчĕç. Юн парас текенсен черечĕ вăрăмлансах пычĕ. “Юлашки вăхăтра кун пекки пулманччĕ-ха”, – теççĕ тăтăшах юн паракансем. Донор кунне Тăвайра çав кун 110 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен 23 проценчĕ – 18–30 çулсенчи çамрăксем. Çак кирлĕ ĕçе пуçласа хутшăнакансем 21-ĕн пулчĕç, вĕсене асăнмалăх футболкăсем парнелерĕç.
Районта 2009 çулта 443 хутчен юн панă. “Хисеплĕ донор” ята тивĕçнисем 40 çын. Чăваш Республикинче çулленех 40 е ытларах хутчен юн панă икçĕре яхăн çынна “Раççейĕн хисеплĕ донорĕ” паллăпа наградăлаççĕ. Паян Чăваш Енре “Хисеплĕ донорсем” – 3758 çын.
–Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тăвайра юн паракансем, умĕнхи донор кунĕпе танлаштарсан, икĕ хут ытларах пулчĕç. Донор юхăмне сарассипе çамрăк волонтерсен, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн, уйрăмах Наталья Юрьевна Чайкина тĕп специалистăн активлăхне палăртса, хамăр енчен пысăк тав сăмахĕ каласшăн, – терĕ районти тĕп больницăри донор кунĕсене йĕркелесе пыракан В.Конов.
Р.ШУМОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: районта пурăнакансем юн параççĕ.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.