00:00 13 ноября 2009 г.
Районта пурăнакансен патриотла туйăмне ÿстерес, Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çи çулĕсенчи патриотла ĕçсем пирки çĕнĕрен аса илÿсем çуратас тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа хамăр ентеш, чăваш этнокультурин ĕçченĕ Павел Федоров райадминистрацин социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕпе тата районти “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕпе пĕрле çар тематикипе çак номинацисемпе КОНКУРС ирттересси çинчен пĕлтерет:
1. Салтак çырăвĕсем (подлинник тата ксерокопи).
2. 1941–1945 çулсенчи çар тумĕ (подлинник тата сăн ÿкерчĕк).
3. Çар çыннин наградисем (пĕр çыннăн 10-ран кая мар, подлинниксем, орденсемпе медальсен удостоверенийĕсем, сăн ÿкерчĕксемпе ксерокописем).
4. Салтак ташши (ташласа кăтартмалла).
5. Салтак юрри (юрласа кăтартмалла).
6. Çар çыннипе унăн паттăрлăхĕ çинчен авторăн хăй çырнă сăвва каласа памалла.
7. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Тăвай тăрăхĕнчен тухнă поэтсен сăввисем (илемлĕн вуласа памалла).
8. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен ÿкернĕ илемлĕ картинăсем.
9. Вăрçăпа çыхăннă сăн ÿкерчĕксем.
10. Архивсенчен тупнă Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи интереслĕ документсем (ксерокопи).
11. Пĕтĕмĕшле пай. Вăрçăпа, салтаксен фронтри тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе çыхăннă материалсем. Вăрçă çулăмĕ тивнĕ ачалăх (подлинниксем, ксерокописем, япаласем т.ыт.те).
Конкурса районта çуралса ÿснĕ çынсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса вăрçă участникĕ хăй хутшăнать пулсан, унăн балĕсем тепĕр çавăн чухлĕ нумайланаççĕ.
Конкурсра творчествăлла пултарулăх кăтартнă, чи интереслĕ экспонатсемпе ĕçсем тăратнă çынсем çĕнтернĕ тесе палăртаççĕ. Номинацисенче çĕнтернисене конкурса йĕркелекен Свидетельствăсем парать. Малти вырăнсем йышăннисене социаллă аталанупа культура тата спорт пайĕ, “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ Дипломсем парса хавхалантараççĕ. Мала тухнисене “Ял ĕçченĕ” хаçат урлă саламлаççĕ.
Пухнă экспонатсенчен кайран Тăвайри халăх музейĕнче курав йĕркелеççĕ.
Экспонатсемпе заявкăсене конкурса хутшăнакансен 2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен районти ача-пăча библиотекине Г.И.Тимофеева библиотекаре пырса памалла.
Комисси конкурса апрелĕн 20-мĕшĕнче 15 сехетре Тăвайри ача-пăча библиотекинче тупăшăва хутшăннă пур участнике те чĕнсе пĕтĕмлетет.