00:00 13 ноября 2009 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Я.Шакров “2009–2010 çулсенчи кĕркуннехипе хĕллехи тапхăрта Тăвай районĕнчи шыв объекчĕсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен” йышăну кăларнă.
Унпа килĕшÿллĕн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене поселени территорине кĕрекен шыв объекчĕсем çинче кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлассине йĕркелеме сĕннĕ.
Ялсенче пухусем ирттерсе, вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсем урлă граждансене шыв объекчĕсем çинче асăрхануллă пулмалли, харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен каласа ăнлантармалла.
Хăйсен балансĕ çинче гидротехника сооруженийĕ вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисен ертÿçисемпе пĕрле çав сооруженисене пăхса çаврăнмалла, кăлтăксем пулсан, вĕсене сирсе ямалла.
Объектсенчи шыв шайне палăртнă чухлĕ антармалла. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн яваплă çынсене уйăрса лартмалла, пăр ларнă вăхăтра шыв объекчĕсем çинче çынсен пурнăçне сыхлассипе инструкторсен методика занятийĕсем йĕркелемелле.
Юханшывсемпе кÿлĕсем, пĕвесем çинче хăрушлăхпа çыхăннă вырăнсене кăтартса паллăсем лартмалла. Çавăн пекех пăр ларсан пулă тытмалли ятарлă вырăнсем кăтартмалла.
Шыв объекчĕсем çинчи чрезвычайлă лару-тăру, инкек вăхăтĕнче пĕрлехи вăйсемпе тата хатĕрсемпе мĕнле усă курас пирки план туса хатĕрлемелле.
Ял поселенин бюджетне йĕркеленĕ чухне унта шыв объекчĕсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçсем валли те укçа уйăрса хăвармалла.
Мĕнле харпăрлăх пулнине пăхмасăр, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене пăр ларнă вăхăтра çынсен пурнăçне сыхлассипе вĕренÿ занятийĕсем ирттерме сĕннĕ.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайне, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене ертсе пыракансен ачасене кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта районти шыв объекчĕсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕç планĕсем туса çирĕплетме, инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе “Асăрханăр, пăр çÿхе!” профилактикăлла ĕçсем йĕркелеме, шкул ачисем умĕнче çак темăпа калаçусем ирттерме сĕннĕ. Шкулсенче вĕренекенсене, садике çÿрекенсене, ачасен ашшĕ-амăшне халех пăр çине кĕме юраманни, шыв хĕрринче асăрхануллă пулмалли çинчен каласа ăнлантармалла.
“Ял ĕçченĕ” хаçатра шыв объекчĕсем çинче çынсен пурнăçне сыхламалли йĕркесемпе куллен паллаштармалла.
Асăннă постановление пурнăçа кĕртессишĕн район пуçлăхĕн çумĕ Г.Гаврилов яваплă пулса тăрать.