АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аудио–пресс-конференци

00:00 10 ноября 2009 г.

Иртнĕ эрнере РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ “Пенси системине лайăхлатасси” информаци марафонне халалласа аудио-пресс-конференци йĕркелерĕ. Республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсен ыйтăвĕсем çине Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева тата профсоюзсен республикăри канашĕн председателĕн çумĕ Г.Германова хуравларĕç. Калаçу вăхăтĕнче кĕскен марафонăн малтанхи тапхăрĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ, журналистсемпе Пенси фончĕн системинче ĕçлекенсем умĕнче Канаш тата Елчĕк районĕсенчи управленисен пуçлăхĕсем тухса калаçнă. Çавăн пекех иккĕмĕш тапхăрти ĕçсем çинче чарăнса тăнă.
Ноябрьте марафонăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ Вăл “Страховани взносĕсем пенсисене ÿстерĕç” девизпа иртет. Унăн тĕллевĕ – ĕç паракансене, предпринимательсене унчченхи пĕрлехи социаллă налог вырăнне страховани взносĕсем куçарса панин пĕлтерĕшне, çавăн пекех пенсие тухма хатĕрленекенсем кайран пысăк пенси илес шутпа çулталăка Пенси фондне 2000 тенкĕрен кая мар, 12000 тенкĕрен ытла мар укçа хывса пымалли Патшалăх программине "патшалăх Эсир хывакан суммăна тепĕр çавăн чухлĕ ÿстерет" ăнлантарса парасси. Халĕ çĕршывĕпе çав программăна 1,7 млн. çын хутшăнать. Раççейри пекех, Чăваш Енпе те (пирĕн районпа 273 заявлени пырса кĕнĕ) ку цифра пысăк мар. Программăна хутшăнма кăмăл тунисен 20 яхăн проценчĕ кăна взноссем хывса пырать. Программа пирвайхи взнос хывнă хыççăн 10 çул вăйра тăрĕ. Çак программăна ĕç паракан та виççĕмĕш ен пулса хутшăнма пултарать, вăл ĕçлекеншĕн Пенси фондне хушма укçа куçарса налог çăмăллăхĕсемпе усă курĕ.
Сирĕн мĕнле те пулин ăнланманлăх е ыйту сиксе тухрĕ пулсан, пирĕн пата 2–31–92 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
Г.ТОЛКОВА. Пенси фончĕн районти управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика