00:00 06 ноября 2009 г.
6–11 классенче вĕренекенсем хушшинче шахматла выляса ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă районти ăмăртусенче чутейсем çĕнтерчĕç. Вова Малов, Дима Петров тата Катя Васильева 17,5 очко пухрĕç. Нăрваш шкулĕн команди çĕнтерÿçĕрен 1 очко кăна юлчĕ. 3-мĕш вырăнта – Тăвай шкулĕ, 15 очко.
Харпăр хăй хушшинче яшсенчен 10 класра вĕренекен Иван Трофимовпа (Нăрваш) Александр Егоровăн (Йăнтăрчă) пĕрешкел кăтарту – 8,5. Харпăр хăй хушшинчи хушма вăйăра çĕнтернĕ пирки И.Трофимова 1-мĕш вырăн панă. 3-мĕш вырăнта А.Кирушкин (Тăрмăш) – (6 очко).
Хĕрачасем хушшинче Олеся Кириллована (Çĕнĕ Пуянкасси) çитекен пулмарĕ (8 очко). Катя Васильеван (Чутей) – 7,5, Полина Михайлован (Тăвай) – 7 очко.
Мала тухнă командăна тортпа диплом, уйрăм шахматистсене асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.
Т.ШАШКОВА.