АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче (Общество)

00:00 06 ноября 2009 г.

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче (Общество)
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă тума пуçларăмăр темиçе çул каялла. Ноябрĕн тăваттăмĕшĕ Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский çарĕсем Мускава поляксен интервенчĕсенчен хăтарнипе кĕрсе юлнă историне. Çавна май райцентрти культурăпа кану центрне çынсем пухăнчĕç.
Уява район пуçлăхĕн çумĕ, “Единая Россия” партин вырăнти политканаш секретарĕ, регионти политканаш членĕ В.Шакров уçрĕ.
Унтан район пуçлăхĕ Н. Иванов тухса калаçрĕ. Вăл Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн историйĕпе паллаштарчĕ. “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă программăпа килĕшÿллĕн районти 4 çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ илмелли свидетельство пачĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ.
Районти артистсем тухрĕç кĕçех сцена çине. “Тăвай Ен” халăх ушкăнĕ “Савăш курки” сюитăпа паллаштарчĕ малтанах. Алă çупса йышăнчĕç ку номере залра ларакансем.
Культурăпа кану центрĕнчи халăх хорĕ çумĕнче “Çăлкуç” ятлă хĕрарăмсен ансамблĕ йĕркеленнĕ. Унта Тăвайри Л.Ананьева, Л.Егорова, Г. Александрова, Л.Семенова, З.Николаева, Л.Дмитриева тата ыттисем те çÿреççĕ. Виçĕ-тăватă юрă шăрантарчĕç шурă кĕпе тăхăннă хĕрарăмсем. Илемлĕ акăшсене аса илтерчĕç вĕсем.
Ача-пăча музыка шкулĕн “Забава” ансамбльне кăçал ЧР Президенчĕн премине илме тивĕçлĕ пулнă Н.Петрова вĕрентекен ертсе пырать. Е.Арапова, А.Вьюник, Т.Семенова, Л.Андреева вĕренекенсен пултарулăхĕпе питĕ кăмăллă юлчĕç тăвайсем. Алена пĕччен те юрларĕ.
Тухьяллă, чăваш тумне тăхăннă пĕчĕк Кристина Васильева чăвашла шăрантарчĕ. Сцена çинче хăйне аван тытать хĕрача.
Н.Петрован, В.Александрован, В.Абржинан, В.Степановăн, Г.Ефимовăн, Р.Марковапа Г.Александрован юррисем те килĕшрĕç Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă тума пухăннисене.
Районти купăсçăсен ансамблĕн кĕввисем итлекенсен чунĕсене лăпкарĕç, вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Хăш-пĕрисем тухса ташлама та хатĕрччĕ пуль ансамбль кĕвĕ хыççăн кĕвĕ каланă чухне.
А.Павлов балалайкăпа выляни республикăри пысăк театрах илсе çитерчĕ ĕнтĕ çынсене. Сашăна, алă çупса, икĕ хут та сцена çине кăларчĕç пухăннисем.
Тăвайне килсе курма чĕнекен юрăпа вĕçленчĕ концерт. Пурне те килĕшрĕ уяв, çĕкленÿллĕ кăмăлпа саланчĕç çынсем килĕсене.
А.НИКИТИНА.
Сăн ÿкерчĕкре: “Тăвай ен” халăх ушкăнĕ сцена çинче.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика