00:00 27 октября 2009 г.
Тăрмăшри ача садĕнче пĕчĕккисен тавракурăмне ÿстерес тесе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кĕрхи уяв çитессе эпир, ашшĕ-амăшĕсем те, чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр.
Аслă ушкăн воспитательници Людмила Сергеевна Бараматова пухăннисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Ачасем питĕ капăр тумланса килнĕ. Типĕ çулçăсенчен пуç кăшăлĕсем тунă хĕр ачасем, теприсем кĕписене илемлетнĕ вĕсемпе. Хамăрăн ачасене пăхса ытармалла мар.
Аслă тата вăтам ушкăнсем тупăшрĕç. Юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, куçĕсене хупласа кĕр çимĕçĕсене карçынккана пуçтарчĕç. Акă, варени тутанса мĕнле çырларан хатĕрленине пĕлессипе вăтам ушкăн маттуртарах пулчĕ.
Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ. Жюри членĕсем аслă ушкăн çĕнтернине çирĕплетрĕç, 29 вĕрене çулçи парнелерĕç ачасене, вăтаммисене – 25.
Юлашкинчен пурте пылак кучченеç астиврĕмĕр. Ачасен ашшĕ-амăшĕсене çавнашкал пысăк савăнăç кÿнĕшĕн музыкăпа хавхалантарса пыракан Евгения Ниловна Капитонована тата вăтам, аслă ушкăнсен воспитательницисене Елена Ивановна Семеновапа Людмила Сергеевна Бараматована тав тăватпăр.
А.АНДРЕЕВА, В.КУЗНЕЦОВА. Тăрмăш ялĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăрмăшри ача садĕнчи уявра.