АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çемьепе ĕçе пуçăнса (Сельское хозяйство)

00:00 27 октября 2009 г.

Чылай чухне пурнăçра хăв суйласа илнĕ ĕçпе çине тăрса ĕçлени пулăшать. Кармал ялĕнчи Валерий Грачева выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшма аслă пиччĕшĕсем сĕннĕ. Вĕсем пурте ялта ÿснĕ, ял ĕçне пĕлсе-курса тăнă. Ашшĕ те вырăнти колхозрах ĕçленĕ пулнă. Ял çыннисем те хăйсемшĕн тăван хуçалăх ĕçĕпе пурăннă. Грачевсен колхоз харпăрлăхĕнчен хăйсен хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярса малалла ĕçлес шухăш çуралнă. Мĕншĕн йĕркелес мар; Пуçласа яма колхозăн сыснапа ĕне фермисем, техника паркĕ, тракторсем, комбайнсем, (вĕсемпе ытти хăш-пĕр хуçалăхсене те тыр-пул пухса кĕртме кашни çулах пулăшнă “Слава” ЯХПК), тырă склачĕсем, вăрлăх пулнă, пурăна киле вĕсене çĕнетсе, улăштарса, хушса пыма та май килет. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть-çке. Çитменнине, Грачевсен çемйи пĕчĕк мар. “Манăн виçĕ аппапа виçĕ пичче пур, пурне те пĕрле тăватпăр, ĕç малалла кайтăр тесе вăй хуратпăр”, – каласа парать Валерий Геннадьевич.
Ялта ĕçлеме пуçласан, сысна ферминче майĕпен юсав туса, самăртма пилĕк теçетке сысна туяннă малтанлăха. Унтан сысна ĕрчетмелли технологие алла илес тесе чылай çĕре çитнĕ, ытти регионсене те кайнă. Усăллине, лайăххине хăйсем патĕнче усă курнă. Тутарстан фермерĕсем ангарта сысна усрамалли хăйсен технологийĕпе паллаштарнă: улăмран хулăн ай сарăм сарса усраççĕ, навусне сыснасене аша ăсатмасăр та тасатмаççĕ, улăм çĕрнипе аялтан ăшă парса тăрать. Ангара хĕлле ятарласа ăшăтма кирлĕ те мар. Сыснасене ăсатнă хыççăн навуса тракторпа тасатса кăлараççĕ, ангара дезинфекци тăваççĕ, хăйăр сапаççĕ, çĕнĕрен улăм сараççĕ те сыснасен çĕнĕ ушкăнне вырнаçтарма пулать.
Усăллă-и паян сысна ĕрчетме; Ку вăл, тĕпрен илсен, ашăн сутăн илекен хакĕсенчен нумай килет. “Хаксем вара вĕçĕм улшăнса тăраççĕ”, – тет В.Грачев. Мĕнле ĕçлесен укçа ытларах кĕрет, мĕн туса илсен тупăшлăрах; Сысна ашĕн сутăн илекен хакĕсенчен çеç ăнăçу кĕтсе ларас мар тесе, хресчен-фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем те ĕрчетме тытăннă. Çав схемăпах ĕçленĕ: малтанхи выльăхсене сутнă, витене юсанă, пăрусен ушкăнне туяннă, вăкăрсене ашлăх самăртнă, пушмаксене пăрулаттарнă. Халĕ вĕсен икçĕр пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран сăваканни – çĕр пуç. Выльăхсен йышне ÿстерсе пырасшăн. АДМ–8А–100 молокопровод тата сĕте сивĕтмелли установка туяннă. Халĕ сĕте тивĕçлĕ хакпа сутма, вырнаçтарма тăрăшмалла ĕнтĕ. Производство аталанса пытăр тесен, вăй хумасăр, тимлемесĕр май çук.
В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика