АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тимлĕхпе сыхлăха ÿстерер (Общество)

00:00 27 октября 2009 г.

Юлашки вăхăтра районта пушарсен хисепĕ ÿссе кайни пăшăрхантарать. Кăçал октябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 20 пушар пулчĕ (пĕлтĕр ку тапхăрта 11 пушар тухнă). Вут-кăварта 609 пин ытла тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ, 3 çыннăн пурнăçĕ ĕмĕрлĕхе татăлнă, 1 çын аманса юлнă.
Пушарсем ытларах ÿсĕр çынсем табак туртнă чухне асăрхануллă пулманнипе, электроприборсемпе тата кăмакапа усă курнă чухне пушартан сыхланмалли йĕркесене пăснипе пулаççĕ.
Акă юлашки тĕслĕхсенех илĕпĕр.
Октябрĕн 20-мĕшĕнче Тăвайри Куйбышев урамĕнче пурăнакан С.Матвеев ĕç хыççăн килне таврăнсан хăй тунă электроплитка çине апат пĕçерме лартса янă, çавăн хыççăн хăй телевизор пăхма выртнă, анчах ĕçрен ывăнса килнĕскер, часах çывăрса кайнă. Юрать-ха кÿршисем сĕрĕм шăршине сиссе, урама тухса пăхаççĕ, юнашар пурăнакан çыннăн кухня пÿлĕмĕнче çулăм асăрхаççĕ. Вĕсем çийĕнчех пушар сÿнтерекенсене чĕнсе илеççĕ, хăйсем пÿртрен кил хуçине кăлараççĕ тата плитка çинче çунакан апата сÿнтереççĕ. Çапла вара кил хуçине тата кил-çурта вут-çулăмран хăтарса хăвараççĕ.
Октябрĕн 22-мĕшĕнче кăнтăрла иртни 2 сехетре районти пушар чаçне Тăрмăш ялĕнчен пурăнмалли çурт çунма тытăнни çинчен шăнкăрав пулчĕ. Пушар сÿнтерекенсем пĕр тăхтамасăр инкек вырăнне васканă пулсан та, вĕсем çитнĕ çĕре 50 çулти кил хуçи сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Сăлтавĕ – табак туртнă чухне асăрхануллă пулманни. Вут-çулăм тимсĕрлĕхе каçармасть.
Çавăнпа та юлашкинчен тепĕр хут çапла асăрхаттарас килет: табак туртнă тата электроприборсемпе, газпа усă курнă чухне, кăмака хутсан яланах тимлĕ пулма тăрăшăр, çанталăк сивĕтсе пынă май, кăмакасен юсавлăхĕпе шанчăклăхне тепĕр хут тĕрĕслĕр, хăвăр тунă электроплиткăсемпе ан усă курăр. Пур çынна та пурнăçра ялан тимлĕ те сыхă пулма тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене асра тытса, пăхăнса пурăнма чĕнсе калас килет.
А.ШАКИН, районти пушар надзорĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика