АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республикăри ăмăртусенче (Спорт)

00:00 27 октября 2009 г.

Иртнĕ канмаллисенче Куславккара ЧР Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн органĕсенче ĕçлекенсен Спартакиадин финалти вăййисем пулчĕç. Программăна волейболпа дартса тата шывра ишессине кĕртнĕ. Суд приставĕсен республикăри Управленийĕн чысне волейболла выляссипе пирĕн районти пайран Любовь Белоусова хÿтĕленĕ (командăра 5 арçын та 1 хĕрарăм вылять). Управлени командишĕн çавăн пекех пирĕн Тушкил ялĕнчен икĕ çамрăк хÿтĕлерĕ: Александр Николаевпа (суд приставĕсен Вăрмар районĕнчи пайран), Алексей Волков (Канашри пайран). Управлени команди финалта фельдегерсен командинчен çухату тÿссе 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, дартспа 3-мĕш вырăна тухнă. Любовь Юрьевна Тăрмăш ялĕнчен, шкул çулĕсенченех спортпа туслă. Районти суд системинче иртекен ăмăртусене те хастар хутшăнать.
А.АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика