АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Акконд” малаллах пăхать (Экономика)

00:00 27 октября 2009 г.

Тĕнчене экономикăпа финанс кризисĕ ярса илнĕ тапхăрта пур çĕрте те тенĕ пекех производство калăпăшĕсем чакаççĕ, ĕç вырăнĕсем хупăнаççĕ. Кризиса ăнăçлă çĕнтерсе пыракан ĕç коллективĕсем тупма та кансĕр. Анчах çавăн пек коллективсем хамăр республикăра та пур иккен. Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.Иванов ертсе пыракан “Акконд” кондитер фабрики. Çак кунсенче фабрикăра ку чухнехи çĕнĕ производство линине – “Птица дивная” канфет кăлараканнине – хута ячĕç. Çав ятпа “Аккондра” ЧР Президенчĕ Николай Федоровпа “Россельхозбанк” акционерсен обществин правленийĕн председателĕ Юрий Трушин пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекен ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă.
–Сирĕнни пек предприятисем Раççейĕпех производство калăпăшне чакарса пыраççĕ пулсан, эсир вара нумай утăм малалла тума пултартăр. Ку çеç-и; Ял хуçалăх секторне лайăхлатас задачăна хăвăр çине илнĕ хыççăн (”Акконд–агро”) эпĕ сире унчченхинчен вунă хут ытларах хисеплеме тытăнтăм, – тенĕ Ю.Трушин. Çак сăмахсене çирĕплетсе вăл канашлура В.Иванов гендиректора тав çырăвĕ панă.
–“Акконд” пек предприятисене услугăсем парас тесе банксем черете тăраççĕ, – палăртнă республика ертÿçи Николай Федоров.
Çапла “Акконд” хăйĕн тĕп кăтартăвĕсене çулран çул лайăхлатса пырать. Кăçалхи 9 уйăхра, иртнĕ çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, продукци туса кăларнин калăпăшĕ 103,5, ăна реализацилесси 104 процент пулнă. Вăтам ĕç укçи 109,2 процента çитнĕ.
Хута янă производство линийĕ çĕнĕрен тепĕр 40 çынна ĕç вырăнĕ тупма май панă.
И.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика