00:00 27 октября 2009 г.
Раççей Перекет банкĕ хальхи вăхăтра “Укçа-тенке перекете усăллă хывни” (”Выгодное сбережение”) акци иртет. 50 пин тенкĕрен кая мар вклад хыврăн пулсан, перекет банкĕ асăннă вкладчике “Ингострах жизнь” страхлакан компани урлă 1 çуллăха пурнăçа инкек-синкекрен тÿлевсĕр страховани туса парать. Асăннă акци октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 23-мĕшĕччен пырать. Ку вăхăт тĕлне 50 пин тенкĕрен кая мар упрама хывнă 22 çынна (вкладчике) кашнине 1 çуллăха инкек-синкекрен страхланă.
500 пин тенкĕрен кая мар перекетлеме хывакансене 1 çуллăха страхлаççĕ тата кĕмĕл укçа параççĕ. Ку вăл ноябрĕн 6-мĕшĕччен пырать. Пĕр вкладчик çак суммăран кая мар хыврĕ те ĕнтĕ районти перекет банкне. Çапла вара унăн пурнăçне 1 çуллăха инкек-синкекрен страхланă тата кĕмĕл укçа парса хавхалантарнă.
Çынсем укçи-тенкине ытларах 2 е 3 çуллăха “Доверительнăй” вклада 13,25 процент çинчен упрама хываççĕ. Чăн та, кирлĕ чухне упрама хунă укçине маларах илме те юрать. Çур çул иртсен, проценчĕсем те упранаççĕ.
В.КРАСНОВ, районти перекет банкĕн заведующийĕ.