15:10 26 ноября 2019 г.
Тавайри халах театрĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. Ăна Тǎвайри культура ҫуртĕнче савǎнǎҫлǎ лару – тǎрура паллǎ турĕҫ тǎвайсем.
Коллектив историйĕ ҫинчен калас пулсан унǎн ҫулĕ-йĕрĕ тата маларах та пуҫланнǎ, 1928 ҫулта Тǎвайри шкул ачисем драма кружоке йĕркеленĕ, ǎна Моисеева Анастасия Тимофеевна вĕрентекен ертсе пынǎ. Унта ытларах аслǎ классенче вĕренекенсем вылянǎ. Паллах, йывǎр ҫулсенче театр коллективĕн ĕҫĕ-хĕлĕ вǎхǎтлǎха чарǎнса тǎнǎ, вǎрҫǎ хыҫҫǎн вара ушкǎн ҫĕнĕ вǎйпа ĕҫлеме тытǎннǎ. Ҫĕнерен чăмăртаннă вырǎнти артистсен ушкăнĕ вǎрҫǎ хыҫҫǎнхи çĕршывшăн йывăр çулĕсенче театрǎн сăваплă кǎвайтне сÿнме паман, халǎха вăй-хăват кÿрсе тăнă. 1969 ҫулта коллектив «халǎх ушкǎнĕ» хиспелĕ ята тивĕҫнĕ.
Уяв каҫне Тавай район администрацийĕн пуҫлǎхĕн ҫумĕ, хǎй вǎхǎтĕнче Тавайри халǎх театрне ертсе пынǎ тата унта выляса чылай рольсем ҫав тери ǎнǎҫлǎ калǎпланǎ Валерий Васильевич Чайкин уҫрĕ, театрти артистсене район администрацийĕн тав ҫырǎвĕсемпе чысларĕ, хǎйĕн асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
«СССР халăх артистки» çĕршыври чи ҫӱллĕ шайри ята тата театр ÿнерĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Раççейри театр ăсталăхĕн чи сумлă «Ылтăн маскă» премийе тивĕçнĕВера Кузьминична Кузьминана ентешĕмĕр сцена ҫине хǎпарсан вара пĕтĕм халǎх хĕпертерĕ. Ҫав тери хитрен те тарǎн шухǎшлǎн саламларĕ вǎл вырǎнти сцена ǎстисене, ҫутǎ малашлǎх пиллерĕ. Вера Кузьминична аллинчен йышǎнчĕҫ вĕсем Чǎваш Республикин культура министерствин тата Республикǎри халǎх пултарулǎхĕн центрĕн хисеп хучĕсене. Вера Кузьминична калăпланă сăнарсем пин-пин куракана тыткǎнланǎ, нумай – нумай артистсемшĕн ырǎ тĕслĕх пулса тǎнǎ. Вăл –халлехе никам ҫитейми пысăк сцена ăсти, чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ.
Унпа пĕрле сцена ҫине пирĕн ентеш, чăваш актёрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Сергей Петрович Иванов салам самахĕпе тухрĕ, вǎл та театр кунҫулĕнчи паллǎ самантсене аса илчĕ, ушкǎна Чǎвашдрамтеатрǎн хисеп хучĕпе чысларĕ.
Чǎваш Республикин культурǎн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕсем Геннадий Арсентьевич Масленников, Валентина Валерьяновна Александрова, Елена Николаевна Матросова, Зоя Ивановна Васильева асаилĕвĕсем ҫав тери хумхануллǎ пулчĕҫ. Хǎй вǎхǎтĕнче театрта вǎй хунǎ режиссерсене, творчествǎри кǎткǎс самантсене аса илчĕҫ вĕсем.
Унтан вара районти пултарулǎх коллективĕсем те салам сǎмахĕсем каласа сцена ҫине тухрĕҫ. Тушкилти Ольга Ивановна Сергеева, Пуянкассинчи Игорь Васильевич Кузьмин, Лариса Вальтеревна Соловьева, Тǎрмǎшри Галина Пантелеймоновна Табаева, Николай Павлович Петров, Лачкассинчи Венера Алексеевна Николаевна, Енĕш Нǎрвашри халǎх театрĕн артисчĕсем (режиссере Зоя Ивановна Васильева) хǎйсен театр енĕпе туптаннǎ пултарулǎхĕпе паллаштарчĕҫ. Канашри халǎх театрĕ (режиссер Татьяна Владимировна Печкина) те Арсений Тарасов пьеси тǎрǎх хывнǎ «Туя туй пек тǎвар-и?» спекталь сыпǎкĕпе савǎнтарчĕ тǎвай халǎхне.
Халах театрĕ паянхи кун пирĕн район ҫыннисене пĕтĕм чунпа канса савǎнтарас тата тавракурǎмне пуянлатас теллевпе ҫулсерен спектакльсем курма сĕнет. Юлашки ҫулсенче вǎл выǎнти автор Альбина Александровна Никитина (Сухан) автор пьесисене пурнǎҫа кĕртнĕ. Вǎл та артисене сцена ҫинчен саламласа малалла ҫитĕнӱсем тума сĕнчĕ. Тĕрлĕ вǎхǎтра театр авǎрне кĕнĕ актерсен вӑййи чӑннипех те кӑмӑл-туйӑма ҫĕклентерет. Уяв каҫĕнче Тǎвайри халǎх театрĕн артисчĕсем Николай Сидоровǎн пьеси тǎрǎх лартнǎ «Ҫитǎр качаки» тата Альбина Суханǎн «Ҫĕнĕ ĕмĕтри хуняҫа» спектакльсен сыпǎкĕсемпе паллаштарчĕҫ.
Сцена çинче вара аслисемпе пĕрле çамрăксем те пулни, хáйсене шанса панǎ рольсене ĕнентерӱллĕ те пысǎк ǎсталǎхпа выляни паллах, куракана савантарать. Театрта хальхи вǎхǎтра вылякансене вара ятранах палáртса хáварас килет: Сергей Геннадьевич Димитриев, Ираида Ивановна Евдокимова, Светлана Егоровна Зверева, Алена Николаевна Абрамова, Алексей Николаевич Моисеев, Андрей Аркадьевич Захаров, Вера Петровна Абржина, Мария па Сергей Никитинсем районти тата район тулашĕнчи куракансене хǎйсен пултарулǎхĕпе тǎтǎшах савǎнтараҫҫĕ. Мал ĕмĕтлĕ Тǎвайри халǎх театрĕн режиссерĕ Надежда Олеговна Никифорова тав сǎмахĕ каланипе вĕҫленчĕ уяв каҫĕ. Уява хутшǎннǎ кашни ҫыннине эпир чун- чĕререн тав тǎватпǎр. Пурнӑҫ малалла шав шӑвать, аллǎ ҫул пултарулǎх ушкǎнĕшен вǎл – нумай, та, сахал та, тĕллевре тата нумай районшǎн та, тǎван халǎхǎмǎршǎн та пархарлǎ ырǎ ĕҫссем.