09:22 21 ноября 2019 г.
Налук службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Эсир патшалӑх бюджечӗн тупӑш пайне тултарас енӗпе ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлетӗр. Налук тӳлекенсем влаҫ органӗсене шанасси чылай чухне сирӗн ӑсталӑхӑрпа тӳрӗ чунлӑхӑртан тата яваплӑхӑртан килет.
Чӑваш Ен Правительствипе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе, граждансемпе тата предпринимательсен пӗрлӗхӗпе пӗр чӗлхе тупса эсир республикӑра ҫӳллӗ шайри налук культурине йӗркеленсе ҫитме тата инвестици лару-тӑрӑвне кирлӗ пек аталантарса пыма пулӑшатӑр.
Лайӑх ӗҫ кӑтартӑвӗсене пула патшалӑхӑн йышӑннӑ программисене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсе тӑма, пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ проектсемпе инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫлама май килет.
Сире профессири пысӑк ӑсталӑхӑршӑн, таса кӑмӑлӑршӑн, ӗҫе парӑннӑшӑн, регион экономикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп.
Пурсӑра та телей, ырлӑх-сывлӑх тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии