АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисеплĕ ветерансем!

12:30 01 октября 2019 г.

Сире Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп!

 Ҫак уяв ăс-хакăлĕпе тата пултарулăхĕпе ҫĕршыв мăнаҫланма пултаракан ĕҫсем тунă аслă ăру ҫыннисене хисепленине ҫирĕплетет.

Чăваш Республики халăхăн сывлăхне ҫирĕплетессине, кун-ҫулне тăсассине, хăтлă условисем пурăнма туса парассине, кашни ҫынна пурнăҫра хăйĕн вырăнне тупма пулăшассине тĕпе хуракан ҫул-йĕрпе утать.

Ҫав вăхăтрах пирĕн хисеплĕрен те хисеплĕ  ветерансене, «кĕмĕл ӳсĕмри» ҫынсене  пысăк тимлĕх уйăрасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Вĕсене социаллă пулăшупа тивĕҫтересси, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси ҫулсерен лайăхланса пырать.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсене тата «вăрҫă ачисене» чи ăшă сăмахсем калатпăр. Вĕсен фронтри тата тылри паттăрлăхĕ мăнаҫлантарать, чун-чĕререн тав тума хистет.  Хамăрăн туйăма палăртса сире тав тумалли сăмахсене тупса пĕтерме те май ҫук пулĕ. Тайма пуҫ  сире халиччен пулман паттăрлăхшăн, вăй-халшăн, чăтăмлăхшăн, пултарулăхпа ăс-хакăлшăн, ҫамрăксене пурнăҫа вĕрентсе пынăшăн!

Пĕтĕм чунтан сире ҫирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал, телей тата ырлăх сунатăп!

 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                    Михаил ИГНАТЬЕВ

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика