10:41 25 августа 2015 г.
Ку эрнере пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пулаççĕ районта.
Августăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн района килет. Михаил Васильевич Тăвай енри вĕрентекенсен конференцине хутшăнать. Амалăхри çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре çитсе курать. Республикăри ветеринари специалисчĕсен канашлăвĕнче пулать.
Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ августăн 28-мĕшĕнче иртет. Кун йĕркинче:
çĕр участокне "Чăваш Республикинчи Тăвай районĕ" муниципаллă йĕркеленĕвĕн харпăрлăхне илесси çинчен;
Тăвай районĕн куçакан пурлăхне Тăвай ял тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхне парасси çинчен;
полицин районти уйрăмĕ ултă уйăхри кăтартăвĕсем çинчен.
Муниципаллă çулсене юсас е тăвас, муниципаллă учрежденисене хĕле хатĕрлес, ял тăрăхĕсенче пушара хирĕçлекен мероприятисем йĕркелес, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес, территорисене тирпей-илем кĕртес, контейнерсенчи çỹп-çапа вăхăтра илсе тухас, урамсене каçхине çутатса тăрас тĕллевсене контрольте тытма сĕннĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тунтикунхи ларура.
Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ тăрăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5275 гектар çинче пухса илсе пурĕ 9600 тонна тырă кĕртнĕ пỹлмесене, тухăç гектар пуçне 18,2 центнерпа танлашать. Кĕрхисене 560 гектар çинче акса хăварнă. Тырă пухса кĕртессине хăвăртлатма хушнă Владимир Алексеевич.
-Районти пур шкулта та ачасене йышăнма хатĕр, - тенĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.
"Аль" спорткомплекс çынсене лайăх тивĕçтерни пирки пĕлтернĕ Анатолий Кириллов директор.
Полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ Андрей Симуков, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова тухса калăçнă. Районта пурăнакан 2626 çын диспансеризаци витĕр тухмалла кăçал. Августăн 24-мĕшĕ тĕлне планпа пăхнин 62,7 проценчĕ (республикăра 61,5 процент) тĕрĕслев витĕр тухнă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии