АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Выставка уçăлнă

09:24 18 августа 2015 г.

 

Чăваш патшалăх художество музейĕнче Чăваш халăх художникĕн, РСФСР искусствисен тава ти-вĕçлĕ деятелĕн Моисей Спиридонович Спиридоновăн произведенийĕсен куравĕ уçăлнă. Чăваш живопиçĕн патриархĕ çуралнăрнанпа 125 çул çитнине халалланă ăна.

Пулас художник пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти икĕ класлă, Хусанти К.Н.Баратынская шкулĕсем хыççăн Хусанти художество вĕренỹ çуртĕнче пĕлỹ пухнă (1906-1912). 1912-1917 çулсенче Петербургри художество Академийĕ çумĕнчи Аслă художество училищинче вĕреннĕ (Н.С.Самокиш мастерскойĕнче) пĕр вăхăтрах (1912-1916) академи çумĕнчи педагогика курсне пĕтерет.

1919-1920 çулсенче Моисей Спиридонович Шăхранти педтехникумра вĕрентет. Шупашкарти халăха вĕрентес ĕç пайĕн ИЗО секцин ертỹçинче 1920-1923 çулсенче тăрăшать. Вăл - Шупашкарти АХРР уйрăмне (1926-1928) тата Чăваш Художникĕсен союзне (1935) йĕркелекенсенчен пĕри. Чăваш Республикинчи художниксен союзĕн правленийĕн председателĕнче 1941-1955 çулсенче вăй хунă. Шупашкарти художество училищинче 1940 çулта вĕрентме пуçланă ентешĕмĕр, 10 çул ĕçленĕ унта. Моисей Спиридонович - СССР художникĕсен союзĕн членĕ (1933), живописец. "ЧАССР тата РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "ЧАССР халăх художникĕ" (1960) хисеплĕ ятсене панă, Ленин (1950), Халăхсен туслăхĕн (1980) орденĕсемпе наградăланă ăна. ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине (1970) кĕртнĕ. Чылай выставкăсене хутшăннă М.С.Спиридонов художник, хăй те куравсем темиçе хут та йĕркеленĕ.

М.Спиридоновăн "Вулав çуртĕнче" (1925), "Хăмлаçă" (1927), Канашри ВРЗри бетонщиксен ударлă бригади" (1935), "Çĕмĕрле комбинатĕнчи сĕтел-пукан цехĕ" (1937), "Григорьева ĕне сăвакан" (1938), "Шкулта вĕренекен хĕрача" (1945), "Ирина чăваш" (1945), "Совет Союзĕн Геройĕ Яшин портречĕ" (1949), "Манăн тăван çĕршыв" (1952), "Çураçнă хĕр" (1957-1960), "Чăваш орнаменчĕ" (1929-1946) ĕçĕсене çынсем ытларах кăмăлланă.

А.ИВАНОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика