АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕнче аренине çул хывать

11:40 07 августа 2015 г.

 

Эрне пуçламăшĕнче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕ пуçланнă. Ку ăмăрту Чăваш Ен çĕрĕ çинче тăваттăмĕш хут иртнĕ. Спорт уявĕпе республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламланă.

-Уйăх каяллла кăна командăсен чемпионатĕнче савăнтăмăр, Олимп чемпионĕсемпе Европа ăмăртăвĕсенче ят-сум çĕнсе илнĕ спортсменсен ăсталăхĕпе хавхалантăмăр. Çĕршыв чемпионачĕ те пирĕншĕн питĕ сумлă турнир шутланать. Чи маттуррисене çывăх кунсенче Пекинра иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма суйласа илĕç. Çакă та пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн: Чăваш Ен тĕнче аренине çул хывать,- тенĕ вăл.

Раççей чемпионатне 64 регион чысне хỹтĕлекен 800 яхăн спортсмен хутшăннă. Çăмăл атлетсем виçĕ кун хушши спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса медальсен 28 комплекчĕшĕн тупăшнă. Унта пирĕн атлетсем те палăрнă. Анжелика Сидорова шăчăçă вара 4,50 метра сиксе çĕршыв чемпионки ятне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Раççейĕн пĕрлештернĕ командине тепĕр 3 чăваш спортсменĕ кĕнĕ - Алина Прокопьева марафонка, Вера Ребрик сăнă ывăтакан тата Александр Яргунькин хăвăрт утакан.

(Хамăр инф.).

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика