11:42 04 августа 2015 г.
Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнчи ларăва ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн пайĕсен, федераллă службăсен, республикăри ĕç тăвакан органсен, Тăвай енри предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă, иртнĕ уйăхри ĕçсене сỹтсе явнă, малашлăхри тĕллевсене палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă ăна.
Хутмалли сезона, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес ыйтусене сỹтсе явнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене газпа хутса ăшăтас ĕçсене те вăхăтра вĕçлемелле. Вырмана контрольте тытмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ĕççири тĕллевсемпе паллаштарнă.
Строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова строительсен харсăрлăхĕ çинче чарăнса тăнă.
Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов районти шкулсенче тăрăшсах Пĕлỹ кунне хатĕрленни пирки пĕлтернĕ.
Полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова харпăр хăй коллективĕсенче мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке юлашкинчен тĕрлĕ сĕнỹсем панă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии