АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Пирĕн Республика. Тĕп тема"

11:41 04 августа 2015 г.

 Августăн 6-мĕшĕнче "Пирĕн Республика. Тĕп тема" телепрограммăн 7-мĕш кăларăмĕ эфира тухать. Ку вăл "Чувашия" ПТРКн, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн тата "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕ.

Хальхинче строительство ĕçĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси тимлĕхре пулĕ. Телекуравçăсем строительство материалĕсене паянхи кунпа килĕшỹллĕ технологипе усă курса туса кăларнине, çуртсем хăпартнине, çĕнĕ микрорайонсем тунине курĕç. Строительствăн пысăк объекчĕсенчи ĕçсемпе çывăхрах паллашĕç.

Отрасль аталанăвĕ, проблемисемпе малашлăхĕ çинчен, пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программăна Чăваш Енре мĕнле пурнăçлани пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Леонид Никитин журналистпа калаçнинчен пĕлĕç.

"Пирĕн Республика. Тĕпа тема" телепрограммăна августăн 6-мĕшĕнче "Россия-24" телеканалăн регионти эфирĕнче 19 сехет те 25 минутра, Чăваш наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра пăхма пулать.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика