11:40 04 августа 2015 г.
Августăн 3-мĕшĕ тĕлне районĕпе 930 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене вырса çапнă. Пĕтĕмпе вĕсем 10776 гектар йышăнаççĕ. Йĕтемсене 1660 тонна çĕнĕ тырă кĕнĕ. Çапса илнĕ кашни гектар вăтамран 18 центнер тухăç панă.
Кăçал районта 3850 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварма пăхнă. Çакна хатĕрленсе 2110 гектар çĕр кăпкалатса хатĕрленĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем 4580 тонна (109 процент) утă, 12980 тонна (100 процента яхăн) сенаж хатĕрленĕ. Урăхла каласан, ку вăхăт тĕлне кашни условнăй выльăх пуçне 24,2 центнер апат единици тивет.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии