10:43 31 июля 2015 г.
Кăçалхи августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче пулать. Кун пирки иртнĕ эрнери пресс-конференцире Шупашкар Епархийĕн Секретарĕ, Покровпа Татиана соборĕн настоятелĕ Николай Иванов протоиерей пĕлтернĕ.
Патриарх Чăваш митрополине паллă пулăмсем умĕн килет. 2016 çулта Шупашкар-Чăваш Епархийĕ 70 çул, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава 85 çул, вăл Шупашкар-Чăваш кафедринче службăра тăма пуçланăранпа 40 çул тултарать.
Шупашкар епархийĕн Секретарĕ Патриарх хутшăнакан мероприятисем пирки каласа панă. Августăн 1-мĕшĕнче Патриарх Шупашкарти Покровпа Татиана соборĕнче, августăн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти çветтуй аслă кнеç Владимир соборĕнче службăсем ирттерет. Шупашкарти Калинин урамĕнче Сергий Радонежский ячĕпе лартакан храм никĕсне хуракан чула çутатать.
Патриарх визитне "Россия-1" телеканалпа тỹрĕ эфира кăлараççĕ тата соборсем çумĕнчи пысăк экрансем çинче кăтартаççĕ.
(Хамăр инф.).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии