АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Антон Силуановпа тĕл пулнă

12:07 28 июля 2015 г.

 

Июлĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă, ăна республикăпа нумай çул хушши эффективлă килĕштерсе ĕçленĕшĕн тата Чăваш Ен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тунă.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртнă, тăкаксен пайĕн 99,9 процентне республикăн çирĕплетнĕ патшалăх программисемпе килĕшỹллĕн усă кураççĕ.

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2015 çулта федераллă бюджетран Чăваш Ене çулталăкра 0,1 процентлă бюджет кредичĕ 3,2 млрд. тенкĕ уйăрса панă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев РФ финанс министрне Антон Силуанова республика бюджечĕн параметрĕсемпе расчечĕсене панă. Антон Силуанов информацие пур енлĕн тишкерсе хакланă тата аргументсене тата никĕслесе панисене шута илсе, Чăваш Республикине кăçал хушма бюджет кредичĕ тата уйăрса пама килĕшнĕ.

Тĕл пулура ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

А.ПЕТРОВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика