АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Енрен парне

12:07 28 июля 2015 г.

 

Луганск тата Донецк халăх республикисенчи кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасем валли Чăваш Енре пурăнакансем виçĕ тонна ытла гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатнă.

Кăçалхи çуркунне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов Луганск тата Донецк халăх республикинчи пĕрремĕш класс ачисене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне парнесемпе савăнтармашкăн "Çĕнĕ Раççее - пĕлỹ кунĕ" ыркăмăллăх акци йĕркелеме чĕнсе каланăччĕ. Унăн шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ырласа йышăннă.

Акцие министерствăсемпе ведомствăсем, предприятисемпе учрежденисем, республикăра пурăнакансем хастар хутшăннă, пурĕ пĕрле 800 пин ытла тенкĕлĕх вĕренỹ хатĕрĕсем, канцеляри таварĕсем, спорт тумĕ пуçтарнă.

320 ытла чĕркеме пухнă гуманитари пулăшăвне Луганск тата Донецк тăрăхĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне илсе çитермешкĕн Мускав хулине ярса панă.

Михаил Игнатьев ыркăмăллăх пулăшăвне хастар хутшăннисене чĕререн тав тунă, акци Луганскпа Донецк тăрăхĕнчи пиншер ачана вĕренмешкĕн тата тарăн пĕлỹ илмешкĕн пулăшасса шанса тăнине пĕлтернĕ.

И.ГЛАДКОВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика