АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла

12:07 28 июля 2015 г.

 

Тунтикун районти предприятисемпе организацисен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнса калаçнă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Хыçа юлнă эрнери ĕçсене пăхса тухнă малтан, умри тĕллевсене палăртнă.

Хутмалли сезона, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес ĕçсене тимлĕхрен кăлармалла мар. Хваттерсене харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвассине малалла пурнăçламалла. Вырмари тĕллевсене контроллесех тăмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин уй-хирти ĕçсем пирки пĕлтернĕ. Кĕрхи культурăсене пухса илме Хумышев ХФХ, "Чутеевский" тата "Дружба" ЯХПК тухнă. 3960 тонна утă, 1060 тонна сенаж хатĕрленĕ выльăхсем валли. Витесене хĕле хатĕрлесси пирки те манмаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем.

-Амалăхра, Тенеялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассине хăвăртлатмалла, объектсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе те ĕçлемелле. Тăвайри Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртри ĕçсене контрольте тытмалла, - тесе паллаштарнă пухăннисене строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Т.Дьяконова.

Çĕнĕ вĕренỹ çулне районти шкулсене мĕнле хатĕрленине июлĕн 29-мĕшĕнче тĕрĕслеме пуçласси пирки каланă вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.

Пухăннисем çавăн пекех полици уйрăмĕн пуçлăхне Вениамин Обаськина, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторне Андрей Симукова, Тăвайри больницăн тĕп врачне Нина Бурдасована тимлĕ итленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тĕрлĕ сĕнỹсем панă çакăн хыççăн.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика