12:03 28 июля 2015 г.
2015 çулхи августăн 17-28-мĕшĕсенче Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен çуллахи 2-мĕш Спартакиадин финалти ăмăртăвĕсем иртĕç. Спартакиадăна йĕркелесе ирттерессине Раççей Федерацийĕн Спорт, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствисем тата "Спорт резервне хатĕрлекен федераци центрĕ" федерацин бюджет учрежденийĕ ертсе пыраççĕ.
Спартакиадăна сывă пурнăç йĕркине сарас, çитĕнсе пыракан ăрăвăн пурнăçри лайăх тĕллевне йĕркелес, вĕренекен çамрăксене гражданла тата патриотла воспитани парас тĕллевпе ирттереççĕ. Ăмăртусене çỹревпе тĕрев органĕсем хавшанă, церебраллă параличпа чирлекен, куç курасси тата хăлха илтесси начарланнă спортсменсем хутшăнĕç. Вĕсен ỹсĕмĕ - 14 çултан пуçласа 18 çулччен.
Спартакиада программине ишессипе, çăмăл атлетикăпа, сĕтелçи теннис вăййипе, дзюдо, бочче, волейбол, голбол тата велоспорт-шоссе енĕпе ăмăртусем кĕртнĕ.
В.ФЕДОРОВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии