АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççейри чи лайăх 5 кондитер фабрики йышĕнче

11:13 21 июля 2015 г.

 

"Акконд" кондитер фабрикинче "ДежаВю" бисквитлă десерт хатĕрлекен çĕнĕ линине савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă.

"Десертсен производствине пысăклатма тата çĕнĕ лини уçма хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 200 миллиона яхăн тенкĕпе танлашрĕ. Хушма 70 ĕç вырăнĕ йĕркелерĕмĕр," - тенĕ акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, пирĕн ентеш Валерий Иванов. Вăл предприятире хăйсем кăларакан продукци пахалăхне питĕ çирĕп тĕрĕсленине каланă.

Михаил Игнатьев Шупашкарти фабрика Раççейри чи лайăх 5 кондитер компанийĕ йышĕнче пулнине, тĕнчери производительсемпе конкуренцие кĕме шикленменнине палăртнă.

Предприяти паянхи кун 500 тĕрлĕ кондитер изделийĕ кăларать: канфет-печени, десертсем, вафли, крекер т.ыт.те, вĕсене Раççейĕн пĕтĕм регионне тата чикĕ леш енчи 18 çĕршыва ăсатаççĕ. Хальхи вăхăтра фабрика кунсерен 300 тоннăна яхăн продукци хатĕрлет, çулталăкне - 55 пин ытла тонна. Кăçал малтанхи çур çулта инвестицисем 435 млн. тенкĕпе танлашнă. Предприяти хăйĕн производство вăй-хăватне çулсеренех вăтамран 15 процент ỹстерсе пырать.

(Хамăр инф.).

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика