09:26 17 июля 2015 г.
"Историе кĕрсе юлмалли пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм",_тесе хакларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьев тăватă енлĕ килĕшĕве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ячĕпе июлĕн 13-мĕшĕнче алă пуснă май. Сулмаклă ку килĕшỹ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ "Вырăс Православи Чиркĕвĕн (Мускав Патриархачĕ) Шупашкар тата Чăваш Епархийĕ", "Вырăс Православи Чиркĕвĕн (Мускав Патриархачĕ) Канаш Епархийĕ" "Вырăс Православи Чиркĕвĕн (Мускав Патриархачĕ) Улатăр Епархийĕ" тĕн организацийĕсемпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен. Тăватă енлĕ килĕшĕве Чăваш енри тĕн пĕрлĕхĕсен ячĕпе Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Митрополичĕ Варнава, Канаш Епархийĕн управляющийĕ Стефан епископ, Улатăр Епархийĕн управляющийĕ Феодор епископ алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш Ен çыннисенчен 95 проценчĕ Православи тĕнне тытса пырать. Юлашки çулсенче Чăваш Енре 40 яхăн чиркỹпе часовня лартнă, 30 яхăн юсаса çĕнетнĕ. Кăçал вара çĕнĕ храм çĕклеме пуçланă.
А.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии