07:59 05 июня 2015 г.
Чăваш Ен лицензи илме тивĕçлĕ управляющи организацисен Пĕтĕм Раççейри рейтингĕнче 7-мĕш вырăн йышăннă, 47,28 балл пухнă, Атăлçи федераци округĕпе вăл - 3-мĕш. Раççейĕпе асăннă вăтам балл - 36,89. Лицензи илмелли управляющи организацисен рейтингне 15327 организаципе индивидуаллă предприниматель хутшăннă. Вĕсем пурте Раççей Федерацийĕн территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен управлени сферинчи ĕçе-хĕлне пурнăçлаççĕ.
Чăваш Енри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсене йĕркелесе пырас тĕлĕшпе 163 управляющи организацийĕ услугăсем панă, вĕсен сферине 4980 çурт кĕнĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 147 (90 процент) управляющи организацийĕ лицензи илме заявленисем тăратнă. Ку вăхăт тĕлне вĕсенчен 131-шне лицензисем панă. Хăш-пĕр управляющи организацисене лицензи пама килĕшмен.
(Хамăр инф.).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии