АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла

09:05 02 июня 2015 г.

 

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке чрезвычайлă лару-тăрăва хирĕçлессипе тата пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тимлессипе ĕçлекен комисси ларăвне хутшăннă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ертсе пынă.

Надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов пĕлтернĕ тăрăх районта вут-кăвар тухасси ỹснĕ. "Пилĕк уйăхра кăçал "хĕрлĕ автан" пилĕк хут (2014 çулта - 4 пушар) алхаснă район территорийĕнчи хуралтăсенче.

Ку темăпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем _ Николай Васильев (Çĕнĕ Пуянкасси), Петр Захаров (Тушкил), Василий Козлов (Элпуç), Геннадий Иванов (Тĕмер) тухса калаçнă.

Вут-кăвар тухас пулсан, шыв ăçтан илнине тĕрĕсленипе Тăвайри пушар чаçĕн начальникĕ Николай Павлов паллаштарнă. Тĕрĕслевре çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă.

Çуллахи вăхăтра юхан шывсемпе пĕвесенче, кỹлĕсенче шыва кĕнĕ чухне пурнăç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма кирли пирки районти ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Валерий Исаев тухса калаçнă.

А.ИВАНОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика