АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатăп!

08:00 29 мая 2015 г.

 

Хаклă туссем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çак уяв чи ырă та çутă праçниксенчен пĕри. Ачасем _ пирĕн телей, пирĕн савăнăç тата тĕп пуянлăх.

Ашшĕ-амăшĕ тата общество çитĕнекен ăрăва лайăх пĕлỹ парас, пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине ăша хывма пулăшас, ачасене тỹрĕ чунлă та ырă кăмăллă пулма вĕрентес, вĕсене ĕçе юратма тата хăйсене йĕркеллĕ тытма хăнăхтарас, çĕршыва тивĕçлĕ граждансем туса ỹстерес тесе тăрăшаççĕ.

Чăваш Республикинче çакна пурнăçламалли майсем кирлĕ шайра йĕркеленеççĕ: çĕнĕ вĕренỹ учрежденийĕсемпе спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ, педагогика кадрĕсен ăсталăхĕ ỹсет, вĕренỹ тата медицина енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ лайăхланать, çамрăксене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕхпе пăхатпăр.

Пирĕн ачасем - питĕ пултаруллă та ăнăçуллă, вĕсем республика ятне тĕрлĕ олимпиадăсенче, конкурссемпе ăмăртусенче тивĕçлипе хỹтĕлеççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.

Пĕлтĕр Чăваш Енри хулари 6 шкул Раççейри чи лайăх пилĕк çĕр шкул шутне кĕнĕ, тата пиллĕкĕшĕ çĕршыври ял çĕрĕнчи чи лайăх шкулсен йышне кĕме тивĕçнĕ.

Чăвашсен ваттисен сăмахĕ: "Тĕшĕ тымара пăхать", - тесе вĕрентет. Ача мĕнлерех лару-тăрура çитĕннинчен чăннипех те нумай килет. Вăл сывă та çирĕп çемьере, юратупа евĕклĕх хуçаланакан кил-йышра ỹссе çитĕнни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та Чăваш Енре çемье институтне çирĕплетес тĕллевпе чылай ĕç тăватпăр.

Нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен хушăнса пырать. Паян республикăра çавнашкал 10 пин ытла çемье пурăнать, вĕсенче 33 пин ытла ача çитĕнет. Чăннипе кашни 15-мĕш çемье виçĕ е ытларах ача пăхса ỹстерет тата çакă йĕркене кĕрсе пырать!

Юлашки пилĕк çулта республикăра ачасене хăйсен çемйине пурăнма илнĕ çемьесенче çитĕнекен ачасен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ, çавна май, апла пулсан, ача çурчĕсенче, пепкесен çурчĕсенче тата интернат-шкулсенче çитĕнекен ачасен йышĕ виçĕ хут чакнă. Паянхи куна пирĕн республикăра 2300 ытла çемьере 3000 яхăн усрав ача çитĕнет. Эпир кашни ачах хăйне юратнине, уншăн тăрăшнине тата ăна хỹтĕленине туллин туйса тăмалли майсене пурне те тума тăрăшăпăр.

Çак хỹхĕм уявра ачасене çĕнĕ çитĕнỹсемпе ăнăçусем, çемьере тăнăçлăх, телей тата юрату сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика