08:40 26 мая 2015 г.
Чăваш Енĕн хаклă предпринимателĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Предпринимательсем çĕршыв экономикине аталантарас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Пултаруллă вăй-халăра çĕнĕ проектсем пурнăçлама ярса, предприятисем уçса, ĕç вырăнĕсем йĕркелесе эсир хăвăр пурнăçăра лайăхлатнипе пĕрлех çĕршывăн финанс тытăмĕн конкурентлăхне ỹстерме, халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшатăр.
Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче 153 пин ытла çын вăй хурать, ку вăл экономикăра ĕçлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайне яхăн.
Ĕçлĕ климата лайăхлатасси, предпринимательсен пуçарăвĕсене пулăшса пырасси Чăваш Ен патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Республикăра бизнеса тухăçлă ĕçлеме пулăшакан хăватлă инфратытăм туса хунă, ун шутне бизнес-инкубаторсем, çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕ, прототипировани, инжиниринг, сертификаципе стандартизаци тата тĕрĕслев центрĕсем кĕреççĕ.
Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ майĕсемпе çичĕ пине яхăн пĕчĕк тата вăтам предприяти усă курнă, пилĕк пинĕнчен ытларахăшне информаци, консультаци тата право пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
Тĕллевлĕн тытса пыракан патшалăх политикин ырă витĕмне пула пĕчĕк тата вăтам предприятисем туса кăларакан продукци тỹпи палăрмаллах пысăкланнă.
Власть органĕсемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн представителĕсем хушшинчи усăллă диалог, вĕсен пĕрлехи ĕçĕ республикăри бизнеса аталантармалли шанчăклă никĕс пулса тăрасса, Чăваш Ен экономика тытăмĕн çирĕплĕхне малалла та ỹстерме пулăшса пырасса шанса тăратăп.
Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарура çитĕнỹсем, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии