АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лару иртнĕ

08:39 26 мая 2015 г.

 

Ĕç эрни яланхи пекех район администрацийĕн пĕчĕк залĕнчи ларуран пуçланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хыçа юлнă кунсенчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

-"Акатуй-2015" уяв районта çĕртме уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче пулать. Ку мероприятие лайăх ирттерсе ярас тесе халех хатĕрленме пуçламалла, спорткомплекс территорине тасатнă çĕрте пур коллективăн та активлă пулмалла, - сĕнỹ панă Владимир Алексеевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин районта ĕççи вĕçленсе пыни пирки пĕлтернĕ. Ленин ячĕллĕ, "Красная Чувашия", "Чутеевский" ЯХПКсенче хăйсен тĕллевĕсене пурнăçласа пыраççĕ.

Çĕрсене ытларах ĕçлесе хатĕрлессипе тимлемеллине палăртнă вăл.

"Уйрăм ыйту - пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнасси", - тенĕ надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов.

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 6 пушар пулнă (иртнĕ çул - 4).

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ку енĕпе питĕ тимлĕ пулма сĕннĕ. Масарсене тирпейлесси тата çỹп-çап куписене пĕтересси пирки ĕçлеме хушнă.

Тăвай енри полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, больницăн тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева харпăр хăй коллективĕсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика