08:39 26 мая 2015 г.
Майăн 28-мĕшĕнче, ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун умĕн, РФ Президенчĕн Чăваш Республикин йышăну пỹлĕмĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе, вăл шутра ачасене авто-, чукун çул транспорчĕпе, шыв тăрăх çỹрекен тата ытти транспортпа турттарассипе те, "хĕрỹ лини" ĕçлет.
Ыйтусене 8(8352)39-36-83 номерпе 13.00-15.00 сехетсенче шăнкăравласа пĕлтерме пулать.
Ыйтусене Чăваш транспорт прокуратурин, Чăваш Республикин автомобиль тата çул-йĕр надзор управлени представителĕсем тата ШĔМĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем хуравлĕç.
Ыйтупа тухас текенсен маларах çырăнма май пур.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии