08:37 26 мая 2015 г.
Раççейри Экономикăн аслă шкулĕн наукăпа-тĕпчев университечĕ (ЭАШ НТУ) çĕршыври регионсен инноваци аталанăвĕн динамикине тишкерсе аналитика доклачĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ен çĕнĕ рейтингра яланхи лидерсен - Мускав, Санкт-Петербург, Татарстан тата Калуга облаçĕ хыççăн - пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Раççейри чи пысăк инновациллĕ регионсен йышĕнче çавăн пекех Свердловск, Чулхула, Новосибирск, Томск тата Пенза облаçĕсем.
ЭАШ НТУ эксперчĕсем Раççейри 83 региона 37 кăтартупа тăватă тематика блокĕпе палăртса тишкернĕ: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн условийĕсем, наукăпа-техника потенциалĕ, инноваци политикин пахалăхĕ тата вырăнти инноваци ĕç-хĕлĕ.
"Техника инновацийĕсен лидерĕсен йышĕнче - компанисем çĕнĕлĕхсене хăйсем патĕнче хатĕрлесе пурнăçа кĕртекен регионсем. Ку енĕпе Чăваш Енпе Мордовин кăтартусем лайăх. Технологиллĕ инновацисен сферинче яланхи пекех Чăваш Ен тата Тутарстан малта", - тенĕ "Росбизнес-Консалтинг" пичет кăларăмĕнче.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии