08:37 26 мая 2015 г.
Республикăн спорт пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕ - июнĕн 20-21-мĕшĕсенче çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европа команда чемпионачĕ.
Ăмăртусем "Олимпийский" стадионта иртĕç. Халĕ унта реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Ĕçе пурнăçлама федераци бюджетĕнчен пĕлтĕр 14,5 млн, кăçал 63,6 млн тенкĕ уйăрса панă. Ăмăртăва ирттерме Раççей Спорт министерстви федераци бюджетĕнчен 17 млн ытла тенкĕ уйăрма палăртнă. Кунсăр пуçне чемпионат валли 25 млн ытла тенкĕлĕх спорт оборудованийĕ туянса, вăл ăмăрту хыççăн Шупашкартах юлать.
Чемпионата Европăри тата ытти континентри пурĕ 50 çĕршыв эфирта кăтартĕ.
Чемпионат июнĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьре савăнăçлă лару-тăрура уçăлать.
Ăмăртусене курас текенсен билетсене чемпионатăн официаллă сайчĕ урлă (www.cheboksary2015.ru) тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти, Йошкар-Олари концерт кассисенче туянма май пур. Кунсăр пуçне кашни муниципалитет валли 300-шер билет уйăрса хунă. Вĕсене туянас ыйтупа район администрацине пымалла.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии