АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялсенчи масарсене тирпейлемелле

09:14 19 мая 2015 г.

 

Тунтикунхи планеркăра иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке умри тĕллевсемпе паллаштарнă.

Пĕрлехи информаци кунĕ пулать çу уйăхĕн çирĕммĕшĕнче. Унăн темисем - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн "Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулта ĕçленин результачĕсем çинчен" отчечĕ; республикăра çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем; çурхи уй-хир ĕçĕсен итогĕсем. Чăваш Республикинчи организацисен управляющийĕсене лицензиленин пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухĕç, çулла вут-кăвар инкекĕсенчен сыхланасси пирки те сăмах хускатĕç.

Çу уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Элпуç ял тăрăхĕнче "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем иртеççĕ.

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсенче "Юлашки шăнкăрав" уяв пулать.

_Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7980 гектар çинче (86,6 процент) вырăн панă. Пурĕ паянхи куна 195 гектар кукуруза акнă, 25 гектар - çĕр улми, 7 гектар пахча çимĕç лартнă. Нумай çул ỹсекен курăксем - 664 гектар çинче, - пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин.

Полици уйрăмĕн ертỹçи Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Тăвайри больницăри тĕп врачăн çумĕ Татьяна Игнатьева, "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов харпăр хăй коллективĕсенче мĕнле ĕçлени пирки информацисем панă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене масарсене тирпейлеме тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика