АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » УЯВ ЯЧĔПЕ!

09:02 15 мая 2015 г.

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Çак паллă уяв çемьен пĕлтерĕшĕпе хаклăхне, вăл обществăн пахаран та паха пайĕ пулнине палăртать.

"Патшалăх вăл - пысăк çемье, çемье вара - юрату вăйĕ хăват парса тăракан пĕчĕк патшалăх", - пĕлтерет халăх ăсĕ. Юрату, пĕр-пĕриншĕн тăрăшни, пĕрне-пĕри хисеплени, шанни, ăнланма тата каçарма пĕлни - çак питех те пĕлтерĕшлĕ паха енсем çирĕп те туслă çемьери хутшăнусене йĕркелеççĕ. Çирĕп çемье - сывă обществăн, Чăваш Енпе Раççейĕн телейлĕ пуласлăхĕн шанчăклă никĕсĕ.

Чăваш Республикинче çемье енĕпе тытса пыракан патшалăх политики çемье институтне çирĕплетессине, ача амăшĕпе ачалăха пулăшассине, нумай ачаллă çемьесене социаллă хỹтлĕх парассине пысăк вырăна хурать. Республикăн амăшĕн капиталне тỹлетпĕр, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн вĕсем виçĕ çула çитиччен кашни уйăхра пособи паратпăр, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тỹлевсĕр тивĕçтеретпĕр.

Медицина тата вĕренỹ енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ лайăхланать. Юлашки çулсенче республикăра 43 ача сачĕ хута кайнă, шкул çулне çитмен ачасем валли çирĕм пин çурă ытла вырăн йĕркеленĕ. Шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹреме черетре тăракан икĕ çултан аслăрах мĕн пур ача валли çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне асăннă пĕлỹ çурчĕсенче вырăнсем хатĕр пулĕç.

Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн ырă кăтартăвĕсене пула Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процент чухлĕ ỹсрĕ тата халăх йышĕ хăй тĕллĕн ỹссе пыни виçĕ çул хушши шанчăклăн палăрать.

Çамрăксемшĕн лайăх тĕслĕх пулса çемье вучахĕн çулăмне вуншар çул хушши типтерлĕн сыхласа упракан мĕнпур çынна чунтан тав тăватăп. Кашни килте яланах тăнăçлăхпа килĕшỹ хуçалантăр, ачасен янравлă кулли илтĕнсе тăтăр!

Сире юратупа чун хавалĕ, ырă шанчăк тата пĕр-пĕрне ăнланма, телейпе ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика