АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПРЕСС-ЦЕНТР ПĔЛТЕРЕТ

09:01 15 мая 2015 г.

 

Майăн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе 6980 гектар (75,8 процент) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Дружба", "Чутеевский" ЯХПКсем, "Акконд-агро фирма" ХАО, "Родник" ООО, "Можарский" ООО, Андрей Моряков, Сергей Хумышев, Татьяна Григорьева, Андрей Федоров, Александр Гладков, Юрий Назаров тата ытти хăш-пĕр хресчен фермер хуçалăхĕсем ака ĕçĕсене вĕçленĕ.

Хальлĕхе 57 гектар кукуруза акнă. Ку, тĕпрен илсен, "Акконд_агро фирма" хупă акционерлă общество акни. Унпа пĕрлех халĕ асăннă культурăна Сергей Илларионов ХФХ, "Чутеевский" тата "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕсем те акма тытăннă. Çак силослăх культурăна кăçал районĕпе 700 гектара яхăн акса çитĕнтерме пăхнă. Чи пысăк лаптăк, паллах, "Акконд-агро фирма" предприятин пулĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксене кăçал хăй хальлĕн ку вăхăт тĕлне 650 гектар акса хăварнă, малалла та акаççĕ. Аккондçăсен хăйсенех 300 гектар йышăнĕ.

Сергей Михайлов фермер 7 гектар кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те акнă кăçал. Асăннă хресчен фермер хуçалăхĕ иртнĕ çулсенчи пекех тырăпа çĕр улми те туса илĕ. Чăн та, çĕр улми лаптăкĕ кăçал сахалрах вырăн йышăнĕ. Хальлĕхе ăна лартма пуçăнайман-ха.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика