АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эрнелĕх планеркинче

09:17 13 мая 2015 г.

 

Ĕнер район администрацийĕнче Владимир Ванерке ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, малашлăх тĕллевсем палăртнă.

Ку эрнере те хăш-пĕр мероприятисем пулаççĕ. Майăн 13-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче ача-пăчасен общество пĕрлешĕвĕсен фестивалĕ иртĕ, 14.00 сехетре пуçланать. Майăн 15-мĕшĕнче Çемье кунĕ йĕркипе райадминистрацин ЗАГС пайĕнче çемьеллĕ пурнăç юбилярĕсене чыслаççĕ.

Планеркăра уй-хир ĕçĕсем мĕнле пулса пынипе район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин каласа панă. 5860 гектар (60,3 процент) тырă акнă. Уйрăм коллективсем çак ĕçе вĕçленĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов пĕлтернĕ тăрăх, районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче "Юлашки шăнкăрав" праçник мероприятийĕ майăн 23-мĕшĕнче пулать.

Строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи ĕçсем пирки те пынă сăмах.

Кăçалхи майăн 6-мĕшĕ тĕлне пур шайри бюджетсене, çав шутрах районти бюджета та укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пырса кĕни çинчен информаци итленĕ. Налуксен парăмĕсем пирки те калаçнă.

Планеркăра ытти информацисене те пăхса тухнă. Вĕсем тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тивĕçлĕ службăсемпе должноçри яваплă çынсене хушусем тунă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çулсене юсассипе тата çĕр ыйтăвĕсемпе малалла ĕçлеме кирлине палăртса хăварнă.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика