09:17 13 мая 2015 г.
Майăн 12-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин "Содружество" УАО генеральнăй директорĕпе Иван Беловпа тата Чăваш Енĕн транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕпе Владимир Филипповпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин территорийĕнче пассажирсене чугун çулпа пригороднăй поездпа турттарассине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
Транспорт министрĕ Владимир Филиппов иртнĕ çулсенче пригороднăй поездпа турттарнăшăн "Содружество" УАО умĕнче пухăннă республика парăмĕсене татассипе пысăк ĕç туса ирттернине пĕлтернĕ.
Тĕл пулу итогĕсемпе Чăваш Ен транспорт министерствипе "Содружество" УАО хушшинче 2015 çулта пассажирсене пригороднăй поездпа турттарнипе пулакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма чугун çул транспорчĕн организацийĕсене ЧР республика бюджетĕнчен субсидипе тивĕçтерес пирки Килĕшỹ çине алă пуснă.
ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии