10:09 08 мая 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн иккĕмĕш кăларăмĕ эфира тухнă. Хальхинче çĕнĕ медиапроект кăларăмĕнче Чăваш Республикинчи ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсем пулнă.
ÇУРХИ КУН ÇЕÇ МАР, МИНУТ ТА ÇУЛТАЛĂК ТĂРАНТАРАТЬ
Хуçалăхсем çуракине хатĕр пулнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăк ялĕнчен инçех мар вырнаçнă "ВДС" ял хуçалăх предприятинче те курса ĕненнĕ. Механизаторсем уйри станра чейпе кукăль çинĕ хушăра республика Пуçлăхне хăйсен ĕçĕпе тĕллевĕсем çинчен каласа панă. Икĕ çул хушши вĕсем 500 гектар çĕрпе усă курнă, унтан шутланă та пушă выртакан федераци çĕрĕсене арендăна илнĕ, çапла вара халĕ тĕш тырă культурисене тăватă пин гектар çурă акса тăваççĕ. Вĕсемех Михаил Игнатьева хаваспах уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан тракторсемпе ака агрегачĕсене кăтартнă. Хуçалăха йĕркелесе янă Анатолий Федоров парăмсен ăшне путнă "Броневик" колхоза çĕнĕ пурнăç парнелеме пултарнă. Халĕ кунта пурне те ăса хывса тунă. "ВДС"-ăн вăрлăхлăх тырă кăна пин тонна, унпа кỹршĕсене те тивĕçтерме хатĕр, чăн та, спаççипле мар ĕнтĕ. Таса тупăш вунă миллион тенкĕрен кая мар пуласса шанаççĕ. Укçан пĕр пайне хуçалăхра ĕçлекенсене преми шучĕпе параççĕ.
Соцпакет та питĕ ăмсанмалла. Колдоговорпа килĕшỹллĕн хуçалăхра ĕçлекенсем çурт илме пулăшу кирлĕ пулсан 700 пин тенкĕ таран процентсăр ссуда илме пултараççĕ. Николай Яковлев çамрăк механизатора шăпах кирлĕ, вăл çемьеленнĕ. Механизаторсем хуçалăхра суйласа илнĕ пек _ опытлисемпе юнашар шанчăк паракан çамрăксем вăй хураççĕ. Михаил Игнатьев "Чурачăкра çамрăксем мĕнле пурăнаççĕ?" тесе ыйтсан, Алексей Гаврилов çамрăк механизатор çапла хуравланă: "Чи пахи - ĕçленĕшĕн лайăх тỹлеççĕ. Канмашкăн вара спорткомплекс та, тăрăллă стадион та пур. Ял аталанать". "Апла пулсан, çĕрĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин аталану малашлăхĕ пур", - тенĕ республика Пуçлăхĕ. -Çĕрпỹ районĕнче нумаях пулмасть кăна-ха çĕрсен виççĕмĕш пайĕ пушă выртнă, халĕ вара пĕтĕмпех сухаланă, ытти çĕрте те çапла пулса пырать".
Хуçалăхра çурхи вăхăтпа питĕ тухăçлă усă кураççĕ. Ахальтен мар кунта ĕçлекенсене Михаил Игнатьев: "Сире çурхи кун çеç мар, кашни минут тăрантарать," - тенĕ.
КУÇ ХĂРАТЬ ТЕ, АЛĂ ТĂВАТЬ
Канаш районĕнчи Янкăлчă ялĕнчи ферма, унта та пулнă Михаил Игнатьев, тăван çĕрпе мĕнле ĕ&¸лемеллин тĕслĕхĕ пулса тăрать. Валерий Михайловичпа унăн мăшăрĕ Вера Арсентьевна 2005 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. Виçĕ ĕнерен пуçланă. 2011 &¸улта хуçалăх меслечĕпе 40 пуç выльăх усрамалăх ферма тунă. Пĕлтĕр хресчен фермер хуçалăх никĕсĕ çинче 50 выльăх усрамалăх бизнес-планпа çемье ферми конкурса хутшăнса пилĕк миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕ, унпа пурне те кăмăла каймалла ферма туса лартнă. Ывăлĕсем те, кинĕ те пулăшнă çак ĕçре, вĕсем начар мар строительсем пулни палăрнă. "Сăвакан ĕнесен кĕтĕвне 100 пуçа çитерме тăрăшатпăр", - хăйсен ĕмĕчĕпе паллаштарнă Никоновсем республика Пуçлăхне. Кунта пурне те йĕркелесе янă, оборудовани тикĕс ĕçлет, сĕтне те тивĕçлĕ вырнаçтараççĕ. Унсăр пуçне Никоновсем тырă та туса илеççĕ. Михаил Игнатьев вĕсен ĕçĕпе ĕмĕчĕсене ырланă. "Ĕ&¸не кура тупăшĕ те ытларах кĕрĕ. 200 пуç та усрама тытăнатăр акă", - тенĕ.
Çемье ферминче патшалăх предприятийĕнчи пекех: ĕç укçи шутласа параççĕ, преми парса та хавхалантараççĕ. Анчах укçапа перекетлĕ пулма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кредитсемпе те вăхăтра татăлмалла.
Михаил Игнатьев Никоновсене сăвакан ĕнесем патĕнче компьютерпа усă курма сĕннĕ, вăл пулăшнипе производство процесĕсене лайăхрах йĕркелеме май килĕ, тенĕ. Вера Никонова кун пирки шухăшласа пăхма шантарнă. Вĕт вĕсен çемьере тата икĕ хĕр ỹсет. Пĕри халех шкул пĕтерсен экономиста вĕренме çирĕппĕн шухăшласа хунă.
Никоновсен аслă ывăлĕн вара ача çуралнă. Михаил Васильевич çурт лартма е туянма 70 процентлă субсиди илме мĕн тумалли çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă. Чăваш Енре "Ялсен территорийĕсене тикĕссĕн аталантарасси" программăпа ялсенчи 4483 çемьене, çав шутра пин çурă ытла çамрăк çемьепе аграри специалисчĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Кăçал ку тĕллевпе Чăваш Енĕн федераллă бюджетĕнчен 87 миллион тенкĕ уйăрнă.
ИТАЛИРИНЧЕН КАЯ МАР
Комсомольски районĕнчи Кипеç (Новое Изамбаево) ялĕнче те пулнă. Унта сĕт завочĕ пур. Заводра пулса курнă çын "Чăвашăнне туянăр" тесе сых ятне кăна каламаннине лайăх ăнланса илет. Предприятие Арменирен куçса килнĕ Вадим Агамирян ертсе пырать. Унăн пурнăçри принципĕ - ялан малалла каясси. Сĕт заводĕнче продукци кăларма ытти япала хушман чĕртаварпа, ку чухнехи технологипе тата оборудованипе усă кураççĕ.
"Изамбаевский" сĕт завочĕ ăнăçлă ĕçленин тĕслĕхĕ - Чăваш Енре сыр (е чăкăт) пĕçересси вăй илсе пыни. Пахалăхĕпе ют çĕршывăнне те хĕссе кăларать. Санкт-Петербургри Раççейри тĕрлĕ хуласенче апат-çимĕç хатĕрлекен фирма, халĕ "моцарелла" сыра Аппенин çурутравĕнче мар, Кипеçре туянма тытăнать. Чăвашра кăларни ютринчен начар мар, çитменнине, йỹнĕрех те.
Михаил Игнатьев кунта та, яланхи пекех, ĕçлекенсен ĕç условийĕсемпе, шалăвĕпе интересленнĕ. Е.Соколова оператор республика Пуçлăхне пĕрле апатланма сĕннĕ. "Сирĕн кунти ĕç вырăнĕшĕн савăнмалла. Апачĕ те тутлă, техĕмлĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев. Кипеçри "Изамбаевский" сĕт заводĕнче кĕçех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Унта реконструкци тата çĕнĕ производство çурчĕсем тума палăртаççĕ.
ИНВЕСТОРСЕМ ХАМĂРĂН ПУЛМАЛЛА
Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти аш-какай комбиначĕ çĕршывĕпех палăрса тăнă. Анчах çаврăнăшра укçа-тенкĕ çуккипе 2012 çулта вăл чарăнса ларнă. Ютран килнĕ хуçасем сахал мар предприятие çитернĕ панкрут патне.
Михаил Игнатьева çавах та вĕсене "чĕртсе тăратма" патриотсем тупма май килнĕ. "Патриотсем" сăмах кунта чăннипех те ытлашши сăмах мар. 2014 çулхи декабрьте "Агро-Инвест" ХАО Шупашкарти аш-какай комбиначĕн аш-какай продукцийĕ кăлармалли пĕрремĕш черетне хута янă. Малашне Сергей Михеев генеральнăй директорăн, Ананий Платонов ĕç тăвакан директорăн тата вĕсен ĕçтешĕсен 2017 çул тĕлне предприятие реконструкцилесе çĕнетес тата модернизацилес тĕлĕшпе инвестици проектне пурнăçа кĕртме тивет. Палăртнине пурнăçлама пĕр миллиард çурă укçа-тенкĕ кирлĕ. Рабочисемпе инженерсенчен чылайăшĕ тăван предприятие хаваспах каялла таврăннă.
Екатерина Кашанова та килнĕ. Халĕ вăл тĕп технолог. Михаил Игнатьев шăрттанпа сервелатăн унчченхи чапне тавăрассипе унăн бизнес-планне питĕ кăсăкланса итленĕ. Унăн асăннă çимĕçсем тĕлĕшпе хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Сергей Михеев гендиректор Шупашкарти аш-какай комбиначĕн унчченхи чапне тавăрмашкăн шантарать. Паянхи кун тĕлне предприяти талăкра икĕ тонна аш-какай ĕçлесе тирпейлет тата çĕр тĕрлĕ издели кăларать. "Вĕсене халăх хапăл туянать пулсан, ĕç тухăçлăхĕпе тупăшлăхĕ ỹссе пырĕ. Анчах предприятисем текех хапсăнчăксен аллине кĕрсе ỹкмĕç, ун пек йăнăша тума памăпăр. Чăваш Енре халĕ кирек епле ĕçе те шанса пама май пур хуçалăх ĕçĕн çыннисем пур. Малашне хамăрăн инвесторсене кăна шанăç хуратпăр", - палăртнă Михаил Игнатьев.
"Раççей ял хуçалăх министерствипе, унăн ертỹçи улшăннине пăхмасăр, яланах ĕçлĕ хутшăнусем пулассине" пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл шанса тăнă тăрăх, ял хуçалăх министерствине Александр Ткачев ертсе пынипе яла аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ стимулсем пулĕç.
Сăмах майăн асăнсан, Тăвай енре те халĕ çураки вăй илсе пырать, ку вăхăт тĕлне 1820 гектар ытла çурхи тĕш тырă культурисем акнă. Пĕтĕмпе 9211 гектар йышăнчĕç вĕсем район уй-хирĕнче. Çĕр пулнă. Акара "Акконд-агро фирма" ХАО тата хăш-пĕр хресчен фермер хуçалăхĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Пичете И.ГЛАДКОВ хатĕрленĕ.
¸¸
¸
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии