АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уявпа саламланă

10:08 08 мая 2015 г.

 

Майăн 7-мĕшĕнче çыхăнупа радио отраслĕсен ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тунă. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă:

"Çыхăнупа электронлă массăллă информаци отраслĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Радио кунĕ ячĕпе чунтан саламланине йышăнсамăр!

Кăçал çак уяв хăйĕн 70 çулхи юбилейне палăртать. Ăна Александр Попов радиоприемник шухăшласа кăларнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа тата çыхăнупа радио ĕçченĕсем Аслă çĕнтерĕве çывхартма питех те пысăк тỹпе хывнине шута илсе йĕркеленĕ.

Çыхăну хатĕрĕсемпе электронлă массăллă информаци хатĕрĕсем Чăваш Енĕн политика, экономика тата культура пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăраççĕ.

Паян республикăра хальхи йышши информаци технологийĕсем ĕçе кĕреççĕ, медиахутлăх тухăçлăн аталанать, çĕнĕ радиостанцисемпе телеканалсем уçăлаççĕ. Çакă пурте çỹллĕ шайри ăсталăхлă пысăк йышлă специалистсен пĕрлехи ĕçĕн, пурнăçра вĕсем яланах çĕнĕ идейăсемпе йышăнусене мала хунин витĕмлĕ кăтартăвĕ.

Чи çывăх çулсенче Чăваш Енре "цифрăллă танмарлăха" пĕтерес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç малалла тăсăлĕ. Халăх пурăнакан мĕнпур вырăнтах унти çынсем валли информацин тĕрлĕ çăлкуçĕпе тата пахалăхлă çыхăну пулăшăвĕпе усă курмалли пĕртан лайăх майсем йĕркеленмелле.

Çыхăну отраслĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсене ырми-канми тата хавхалануллă ĕçĕшĕн, суйласа илнĕ профессие парăннăшăн чунтан тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнỹсем, телей тата ырлăх сунатăп!"_ тенĕ вăл.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика