10:07 08 мая 2015 г.
"Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ калаçăва йĕркелесе пынă. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - тенĕ Александр Степанович.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн информатикăпа шутлав техникин кафедрин доценчĕ Наталия Башаева çирĕплетнĕ тăрăх юлашки вунă çулта Раççейри ИТ (информаци технологийĕ) аталанăвĕ пĕтĕм тĕнчери вăтам кăтартусенчен те иртсе кайнă иккен. ИТ çыхăнăвĕсене вăхăтра пурнăçа кĕртни ĕç тухăçлăхне витĕм парать, вĕрентỹпе медицинăна çĕнĕ шая çĕклеме пулăшать.
"Вымпел - Коммуникацисем" Шупашкар филиалĕн директорĕ Владимир Николаев республикăра карас (сотовăй) çыхăнăвĕн аталанăвĕ пирки паллаштарнă.
ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çамрăксем ытларах математикăпа физика тата информатика енне туртăнни пирки палăртнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çавра сĕтел хушшинче хускатнă ыйтусене пĕтĕмлетнĕ. "Радио итлеме хăнăхнă çын яланах радио итлет", - тенĕ вăл.
Юлашкинчен чыслав пулнă. "Кейсистемс" тулли мар яваплăхлă общество директорĕн çумне Сергей Сергеева ЧР Пуçлăхĕн Тавĕпе алла çыхмалли сехет тата ытти тĕрлĕ наградăсем панă.
Х Х Х
Чăваш Енри информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе "Тĕп федераллă округăн радиохумĕсен центрĕ" ФПУП Чăваш Енре çыхăну отраслĕпе информаци технологийĕсене эффективлă аталантарса пырас енĕпе килĕшỹ тунă. Документа вĕсен ертỹçисем Александр Ивановпа Юрий Романов алă пуснă.
А.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии