10:20 06 мая 2015 г.
Майăн 8-мĕшĕ
11.00 - "Пурăннă чух асра тытар" патриотла юрăсен районти фестивалĕн гала-концерчĕ (тыл ĕçченĕсене халалласа лартнă Тăвайри стела умĕнче - Улянкă ялне каякан çул хĕрринче).
21.30 - Çурта çутса ушкăнпа палăксем тата Мухтав монуменчĕ умне утни (Тăвай ялĕн аялти пайĕнчи вăрçăра вилнисене асăнса лартнă обелиск тата Зоя Космодемьянская палăкĕ).
Майăн 9-мĕшĕ
9.30 - Районти ĕç коллективĕсем Тăвай ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ тĕлĕнчен Мухтав монуменчĕ патне çити утни.
10.00 - Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалланă савăнăçлă митинг (Тăвайри мухтав монуменчĕ умĕнче).
10.30 - Çăмăл атлетсен Аслă Çĕнтерĕве халалланă "Тăрмăш - Тăвай" чупăвĕ (Тăвайри Мухтав монуменчĕ).
10.30 - "Астăвăм парачĕ" театрализациленĕ представлени. "Пурăннă чух асра тытар" патриотла юрăсен районти фестивалĕн гала-концерчĕ (Тăвайри культура çурчĕ умĕнче).
20.00 - Чăваш эстрада çăлтăрĕсен уяв концерчĕ. Фейерверк (Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапамра).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии