10:25 30 апреля 2015 г.
Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем!
Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Майăн 1-мĕшĕ тăван ене чунтан юратакан тата ăна хăйĕн ĕçĕпе хитререх те пуянрах тăвас шутлă пĕтĕм çынна пĕрлештерет. Çак уяв мĕнпур ĕç çыннин пĕр шухăшлăхне, тĕрĕслĕх çĕнтерĕвне, çĕнетĕвне тата пултаруллă ĕçе сăнарлать.
Чăваш Енре ĕçе кирек хăçан та юратса хисепленĕ тата сума сунă. "Ĕç - пурнăç илемĕ", - вĕрентет халăх ăсĕ. Пирĕн умĕнхи ăрусем тăрăшса пухнă Чăваш Ен пуянлăхне эпир пĕрлехи вăйпа тивĕçлĕн сыхласа упратпăр тата малалла ỹстерсе пыратпăр. Республикăри ĕç çыннисен тăрăшулăхне пула çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, çулсем хута каяççĕ, пурăнмалли çуртсемпе ача сачĕсем, стадионсем, сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ тата культура учрежденийĕсем çĕкленеççĕ, хуласемпе ялсен тата саласен урамĕсемпе картишĕсем тирпейленсе илемленеççĕ, ял хуçалăхĕ ăнăçлăн аталанать.
"Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр", - тесе пил панă аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев. Пĕрлĕхе упраса, пĕрне-пĕри пулăшса, хамăрăн пултаруллă ĕçĕмĕрпе эпир тем тесен те Чăваш Ене тата пуянрах та хитререх тăватпăрах. Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех юратнă республика ырлăхĕшĕн вăй хурса ĕçленĕ ветерансене уйрăммăн тав тăватăп.
Пурне те çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, çутă шанăçсене пурнăçлама, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тата ырă улшăнусем, ырлăхпа телей сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Х Х Х
Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Пушар сỹнтерекенĕн профессийĕ хăрушлăхпа çыхăннă. Унашкал ĕçе чăннипех те пархатарлă, паттăр та хăюллă тата чун хавалĕпе вăйлă çынсем кăна пурнăçлама пултараççĕ.
Çулăм - çутă та ăшă çăлкуçĕ кăна мар, вăл час-часах сиксе тухакан хăрушă инкексен сăлтавĕ те. Истори Шупашкар аваллăхра пушартан пĕр хут çеç мар шар курнине çирĕплетекен сведенисене сыхласа хăварнă. Вут-çулăм хулана тĕппипе тенĕ пекех пĕтернĕ тĕслĕхсем те пулнă.
Паян пушар сỹнтермелли хальхи йышши тытăмсем тата службăсемпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе лайăх çыхăнса ĕçлени вут-çулăмăн алхасуллă вăйĕпе тухăçлăн кĕрешме, вут-кăвар вучахне васкавлăн сỹнтерме, пушарсем кỹрекен сиене чакарма май параççĕ.
Чăваш Республикинче пушар тĕлĕшĕнчи лару-тăру Раççейре чи шанчăклисенчен пĕри шутланать. Юлашки пилĕк çул хушшинче пушарсен шучĕ 20 процент чухлĕ чакнă. Чăваш Енри пушар службин ĕçченĕсем çỹллĕ шайри професси ăсталăхĕпе тата яваплăхпа палăрса тăраççĕ. 2014 çулта тата 2015 çулхи пĕрремĕш кварталта вĕсем 527 çынна çăлса хăварнă.
Сире хăвăр суйласа илнĕ ĕçе парăннăшăн, служба тивĕçне пурнăçланă чухне кăтартакан хăюлăхпа паттăрлăхшăн пĕтĕм чунтан тав тăватăп.
Сире тата сирĕн çемйĕрсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, килĕшỹлĕх, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии