10:23 30 апреля 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе майăн 5-мĕшĕнче "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн иккĕмĕш кăларăмĕ эфира тухать.
Хальхинче журналистсен тимлĕхĕнче Чăваш Республикинчи ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсем пулĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри агропромышленноç комплексĕнчи тĕп предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ, аграри производствин çĕнĕлĕхĕсем, регионта пахча çимĕç çитĕнтернин, чăх-чĕп тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнин малашлăхĕсем тата çураки пуçламăшĕ çинчен каласа парать.
Иккĕмĕш кăларăма майăн 5-мĕшĕнче "Россия-1" каналăн регионти эфирĕнче 9.00 сехетре тата наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра пăхма пулать.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии