АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатăп!

09:42 28 апреля 2015 г.

 

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Кашни çулах ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Ку вăл халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти халăхсен пĕр шухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн эпир пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв.

Патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕ, хальхи пурнăçĕ тата пуласлăхĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ.

Çитĕнекен ăру хăй çуралнă çĕршывăн гимнне пĕлни, ялавне тата гербне сума суни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх символĕсене хисеплени вăл - гражданла хастар позицине, патриотлăха тата Тăван çĕршыва юратнине палăртни.

Пирĕн чĕресенче хамăрăн Чăваш Енпе тата унăн маттур та ĕçчен халăхĕпе мăнаçланма хистекен ырă туйăм яланах ялкăштăр!

Çак уявра сире çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх тата çураçулăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика