09:42 28 апреля 2015 г.
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче тунтикун йăлана кĕнĕ лару пулнă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсем, ĕç тăвакан органсен районти уйрăмĕсен тата предприятисемпе организацисен ертỹçисем те хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке вĕçленсе пыракан апрель уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнине палăртакан уяв пирки сăмах пуçарнă ларура. Вĕренỹ учрежденийĕсемпе районти клубсенче асăннă праçнике халалланă мероприятисем ирттерме пуçланă та ĕнтĕ. Тĕп мероприятисене çу уйăхĕн саккăрмĕш, тăххăрмĕш кунĕсенче йĕркелеççĕ районта.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова 2014-2015 çулсенчи хутмалли сезон лайăх вĕçленсе пыни çинчен каланă. Апрелĕн 30-мĕшĕнче предприятисемпе учрежденисене ăшăпа тивĕçтерме чарăнаççĕ.
"Çанталăка пула уй-хирти ĕçсене пуçлаймарăмăр-ха. Ял хуçалăх предприятийĕсем ĕççие хатĕр", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин.
Полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, районти 45-мĕш пушар чаçĕн ертỹçи Николай Павлов, Тăвайри газ участокĕн начальникĕ Владимир Семенов, "Энергосеть" тулли мар яваплăхлă общество директорĕ Геннадий Сергеев, "МРСК" Волги" обществăн кăнтăрти филиалăн районти уйрăмĕн начальникĕ Тимофей Иванов, "УК Янтиковская" общество директорĕ Юрий Ефимов тухса калаçнă çакăн хыççăн.
Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова пĕлтернĕ тăрăх Амалăхри ФАПа тума пуçламалли документ çине алă пусаççĕ кĕçех.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленеççĕ районти шкулсенче.
"Аль" спорткомплекс директорне Анатолий Кириллова та тимлĕ итленĕ пухăннисем. Тăвайри тĕп больницăра, район администрацийĕнче, шкулта ĕçлекенсем ытларах çỹреççĕ сывлăха çирĕплетме.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии