АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатăп!

09:24 24 апреля 2015 г.

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Эпир чаплă культура ĕçченĕ тата чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун çулсерен паллă тăвакан çак уяв хăйне евĕрлĕ пĕрлештерекен витĕмпе палăрса тăрать.

Чăваш Енре 2015 çула Константин Ивановăн, илемлĕ чăваш литературин никĕслевçи шутланакан аслă сăвăçăн, çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çак йышăну обществăна тăван чĕлхепе литературăна сыхласа упрас ыйтусем çине тимлĕрех пăхма хистет. Иван Яковлевич Яковлев кун пирки çапла палăртнă: "Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук".

Пирĕн, чăваш чĕлхине сыхласа хăварса, культурăпа чĕлхе пуянлăхне çитес ăрусем туллин йышăнса юлассине тивĕçтермелле. Çав хушăрах çамрăксене тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентнипе пĕрлех, вĕсене ытти халăхсен чĕлхипе йăли-йĕркине те сума суса хисеплеме хăнăхтармалла, обществăра ăс-хакăла тата кăмăл-сипете çирĕплетме пулăшмалла.

Тăван чĕлхене пуянлатас тата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшакан чĕлхеçĕсемпе чĕлхе тĕпчевçисене, тăван сăмахпа литературăна вĕрентекенсене, çыравçăсемпе журналистсене уйрăммăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, пултарулăхра хавхалану, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçусем, ырлăхпа телей, Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн çĕнĕ проектсем пурнăçлама сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика